Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.5 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: муркаш районӗ

Вӗренӳ

Ҫак кунсенче Китай тата Узбекистан хӗрӗсем Чӑваш Енпе паллашнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ҫуллахи шкулӗнче Китайран тата Узбекистанран килнӗ ҫамрӑксем вырӑс чӗлхине вӗренеҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра вара вӗсем Чӑваш Енпе паллашаҫҫӗ.

Тӗслӗхрен, ют ҫӗршывран килнӗ пикесене тӗрлеме вӗрентес тӗллевпе ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене вырӑс кухнин апачӗсене пӗҫерме хӑнӑхтарнӑ.Хӗрсем Муркаш округӗнчи страус фермине кайса курнӑ, Ильинкӑри чи ватӑ юман патӗнче пулнӑ, Александр Невский ячӗллӗ чиркӗве те ҫитсе килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

Ҫӗмӗрлери Пӗрремӗш Петӗр юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» сасӑлавра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 25,5 пин ытла сасӑ пухнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Ростов облаҫӗнчи «Бабушка Ива», уншӑн 37,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Крымри Суворов юманӗ.

Сӑмах май, 2023 ҫулта сасӑлавра Муркаш округӗнчи Ильинкӑри 372 ҫулти юман ҫӗнтернӗ. Пӗлтӗр вара Ҫӗмӗрлери юман тӑваттӑмӗш вырӑна тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Муркаш округӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 2 ҫын вилнӗ.

Ку хӑрушӑ авари ӗнер 10:50 сехетре пулнӑ. ВАЗ-2104 ҫул хӗрринчен тухса ҫаврӑнма тӑнӑ та КамАЗпа ҫапӑннӑ.

Ҫӑмӑл машина, водителӗ, 1950 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, тата унӑн 1954 ҫулта ҫуралнӑ йӑмӑкӗ вырӑнтах вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14357
 

Республикӑра
Малышевсем. «Контактри» сӑн
Малышевсем. «Контактри» сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан Малышевсем туй тунӑранпа ҫур ӗмӗр ҫитнӗ – вӗсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.

Юбилярсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртнӗ. Ҫак ҫулсенче вӗсем йывӑрлӑхсене хыҫа хӑварса иртнине ӑшшӑн, йӑл кулса аса илеҫҫӗ.

Муркаш тӑрӑхӗнчи Ҫулав ялӗнчи Ершовсем те ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Римма Трифоновнӑпа Юрий Николаевич шкулта паллашнӑ, 1975 ҫулта пӗрлешнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те пурнӑҫне ачасене вӗрентессине халалланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_14574
 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ҫул-йӗр службин экипажӗ ҫул хӗррипе Муркаш районӗнче ҫул хӗррипе утса пыракан ватӑ арҫынна асӑрханӑ. «Автанкасси – Муркаш - Чикме» ҫулпа патруле тухнӑ экипаж ватаран пӑрӑнса иртмен, чаранса вӑл ӑста кайма тухнипе кӑсӑкланнӑ.

Арҫын Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинчи ваттисемпе сусӑрсен интернат-ҫуртӗнчен темисе сехет маларах тухса кайнӑ, вӑл 10 километр ытла кайма ӗлкӗрнӗ иккен.

«Ватӑ ҫын машинӑсем вӑйлӑ, йышлӑ ҫӳрекен ҫул хӗррипе утса пынине шута илсен инкке лекес хӑрушлӑх та пулнӑ. Ҫавӑнпа эпир ӑна тӗл пулни пите вырӑнлӑ пулчӗ», - класа кӑтартнӑ Алексей илларионов аслӑ инспектор.

Ватӑ ҫынна интерната кайса леҫнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи Шомикри иртернат-ҫурт директорӗ пулнӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 187-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.

Экс-директор интернатра пурӑнакан ҫынсен пенсийӗн пӗр пайӗпе усӑ курнӑ, вӗсем валли тавар туяннӑ пек туса суя килӗшӳсем тунӑ. Хӗрарӑм ватӑсене 420 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Пӗтӗмпе вӑл 114 ҫынна улталанӑ.

Хӗрарӑма тӗрмене хупса хумасӑр 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ. 100 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Тӗн

Чӑваш Енре ачасене пӗр кунлӑха мӑнастире яма пулать. Ку – ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн. Чӑваш Енре «Пӗр кун – мӑнастирте» проект пуҫарнӑ. Унта республикӑри 500 яхӑн ача хутшӑнӗ.

Шӑпӑрлансене Муркаш округӗнчи тата Шупашкарти арҫынсен, Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастирӗпе тата Улатӑрти мӑнастирпе паллаштарӗҫ, унти пурнӑҫ пирки каласа кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне чан ҫапма, чиркӳ тумӗсем ҫинче тӗрлеме вӗрентӗҫ. Ачасем кӗлӗсене те хутшӑнӗҫ, тропарь вулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш тӑрӑхӗнчи Москакассинчи ача пахчине вӑхӑтра туса пӗтереймен.

Тунтикун Чӑваш Ен Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов ирттерне канашлура вӑхӑтра туса пӗтер пӗтереймен объектсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тишкернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ун пеккисем республикӑра 18 пулнӑ, ҫав шутра Москакассинчи ача пахчи те.

Ӑна хӑпартма «Главинвестстрой» обществӑпа контракт алӑ пуснӑ. Строительствӑна 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Кайран вӑхӑта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне куҫарнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра та подрядчик ӗҫе вӗҫлеймен.

 

Раҫҫейре
1tv.ru сайтри сӑн
1tv.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа Дмитрий Крылов ертсе пыракан «Непутевые заметки» кӑларӑмра Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ. Кӑларӑм 9 сехет те 10 минутра пуҫланать. Малалли ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулӗ.

Кӑларӑмра чӑвашсен культури, ӗлӗкхи йӑли-йӗрки, еткерӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ Етӗрне, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Канаш округӗсенче пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21867
 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн

Ӗнер ҫумӑра тата вӑйлӑ ҫиле пула Чӑваш Енре 4 округри 7 ялта электроэнерги сӳннӗ: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар округӗсенче. Ҫил хушӑран ҫеккунтра 20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.

Каҫхине республикӑра юсав ӗҫӗсемпе 4 бригада ӗҫленӗ: 12 ҫын тата 4 техника.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/GKCHS/4001
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 110
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 03

1929
97
Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
2009
17
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем